10904 | Ҫынна пани ҫухалман, пытарса хуни ҫухалнӑ. | Паракан — Илекен |
10905 | Ҫынтан сахал илсе нумай пар. | Паракан — Илекен |
10906 | Тӑххӑрлӑх укҫашӑн вакӑ ҫук. | Паракан — Илекен |
10907 | Турӑх сутакан та, тикӗт сутакан та пӗр Туррах пуҫҫапаҫҫӗ. | Паракан — Илекен |
10908 | Турӑх сутакан: «Тикӗт сутап!» — тесе кӑшкӑрмасть. | Паракан — Илекен |
10985 | Укса пур чух — тӳпере, укҫа ҫук чух — тӗрмере. | Паракан — Илекен |
10946 | Укҫа — ӗҫе, ӗҫ укҫана юратать. | Паракан — Илекен |
10983 | Укҫа — пур ҫӗрте те хуҫа. | Паракан — Илекен |
11019 | Укҫа — тӗнче тыткӑчи. | Паракан — Илекен |
10909 | Укҫа аван япала вӑл. | Паракан — Илекен |
10910 | Укҫа аван япала мар, вӑл усала вӗрентет. | Паракан — Илекен |
10911 | Укҫа айӑкран тӗкмест. | Паракан — Илекен |
10912 | Укҫа алла варламасть. | Паракан — Илекен |
10913 | Укҫа ӑман мар, ҫӗр чавнипе тупӑнмасть. | Паракан — Илекен |
10914 | Укҫа ӑсран кӑларать теҫҫӗ. | Паракан — Илекен |
10915 | Укҫа вӑйлӑ тӗнчере, унтан вӑйли ним те ҫук. | Паракан — Илекен |
10916 | Укҫа вӑл вӗрене ҫулҫи мар, йывӑҫ ҫинчен тӑкӑнмасть. | Паракан — Илекен |
10917 | Укҫа вӑл йӗрсе килет те, кула-кула тухса тарать. | Паракан — Илекен |
10918 | Укҫа вӑл кӑмпа мар, хӗлле те тупӑнать. | Паракан — Илекен |
10919 | Укҫа вӑл Мускавра та мухтавлӑ, Хусанта та хуравлӑ. | Паракан — Илекен |
10920 | Укҫа вӑл ҫук ҫынна та улпут тӑвать. | Паракан — Илекен |
10921 | Укҫа вӑл ҫынна тӗрмерен те хӑтарать, вилӗмрен те ҫӑлать. | Паракан — Илекен |
10922 | Укҫа вӑл тӗнче тыткӑчи. | Паракан — Илекен |
10923 | Укҫа вӑл тӗнче хӑлӑпӗ. | Паракан — Илекен |
10924 | Укҫа вӑл Турӑ та, патша та. | Паракан — Илекен |
10925 | Укҫа вӑл уй юпине те пуҫҫаптарӗ. | Паракан — Илекен |
10926 | Укҫа вӑл упа пек килсе кӗрет те, тилӗ пек тухса каять. | Паракан — Илекен |
10927 | Укҫа вӑл уплюнкка мар, хӗлле те пулать. | Паракан — Илекен |
10928 | Укҫа вӑл усала вӗрентет. | Паракан — Илекен |
10929 | Укҫа вӑл Хаяр Иванран та усалрах. | Паракан — Илекен |
10930 | Укҫа вӑл хӑй ҫутатать. | Паракан — Илекен |
10931 | Укҫа вӑл хупах ҫулҫи мар. | Паракан — Илекен |
10932 | Укҫа вӑл Хусан хуҫи. | Паракан — Илекен |
10933 | Укҫа вӑл Хусанта та хуҫа, Ӗпхӳре те ӗмпӳ. | Паракан — Илекен |
10934 | Укҫа вӑл чыс та парать, хисеп те парать. | Паракан — Илекен |
10935 | Укҫа вӑл шыв хумӗпе юхса килсе ҫыран хӗрне тухса ӳкмест. | Паракан — Илекен |
10936 | Укҫа вӑл ял касать. | Паракан — Илекен |
10937 | Укҫа вӑл ял та касать, сала та касать. | Паракан — Илекен |
10938 | Укҫа вӑхӑт чухламасть: паян пур та ыран ҫук, ыран пур та паян ҫук. | Паракан — Илекен |
10939 | Укҫа вӗҫҫӗн тем те илӗн те, атте-аннене илеймӗн. | Паракан — Илекен |
10940 | Укҫа вырӑнне укҫа тата пулать, ҫын вырӑнне ҫын пулмалла мар. | Паракан — Илекен |
10941 | Укҫа вырӑс аллинче теҫҫӗ. | Паракан — Илекен |
10942 | Укҫа енне шапа та ура тӑснӑ тет. | Паракан — Илекен |
10943 | Укҫа енчӗкӗ вӑл хӑмпӑ пек сарӑлать. | Паракан — Илекен |
10944 | Укҫа епле хаклӑ пулсан та унпа тепӗр ӗмӗр туянма ҫук. | Паракан — Илекен |
10945 | Укҫа ӗнсе хыҫтарать. | Паракан — Илекен |
10947 | Укҫа ӗҫлемест, хӑй ӗҫлеттерет. | Паракан — Илекен |
10948 | Укҫа кӑмпа мар, хӗлле те шӑтать. | Паракан — Илекен |
10949 | Укҫа кӑшкӑрса выртмасть. | Паракан — Илекен |
10950 | Укҫа кӗсье тӗпне тавӑрмасть. | Паракан — Илекен |